Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Эсхел Аркадий Александрович


Эсхел Аркадий АлександровичЭсхел Аркадий Александрович (Александров) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ. 1914 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗн Янсакасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1992 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ.

1937 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. «Хисеп Палли» тата Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗсемпе чысланӑ.

Кун-ҫулӗ

1928 ҫулта Тутарстанри Сиктӗрмери сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ, Чистайри ял хуҫалӑх техникумӗнче пӗлӳ илнӗ, партипе комсомол ӗҫӗсенче вӑй хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Хусанти педагогика институтӗнче вӗреннӗ.

1932 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. 1934-1940 ҫулсенче А. Эсхел «Канаш» хаҫатра ӗҫленӗ. 1940 ҫулта ӑна Чӑваш Ҫыравҫисен ертӳҫи пулма суйланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче А. Эсхел «Чӑваш коммуни» хаҫат редакторӗн ҫумӗ пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах «Илемлӗ литература» альманаха редакциленӗ.

1950-1952 ҫулсенче вӑл — Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн ҫумӗнчи ӳнер ӗҫӗсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ, ун хыҫҫӑн — «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗ. 1947 ҫулта ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутатне суйланӑ.

Ӗҫӗсем

Пурӗ 50 кӗнеке яхӑн тухнӑ:

Унӑн сӑввисемпе нумай юрӑ кӗвеленӗ.

Вуламалли



 
Категорисем: Эсхел Аркадий Александрович

Тулли верси :: Статья каҫми